Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтне реорганизацилесшӗн. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ.
Института Шупашкарти культура училищипе пӗрлештересшӗн. Реорганизаци хыҫҫӑн училище студенчӗсем института ППЭ тытмасӑрах вӗренме кӗме пултарӗҫ, кӗскетнӗ программӑпа ӑс пухӗҫ.
Реорганизаци хыҫҫӑн пӗр директор должноҫӗ чакать, культура училищинче 11 штат пулать.
Малашне ЧР Элтеперӗн стипендине 30 ҫул тултарман ҫамрӑксем ҫеҫ мар, 35 ҫула ҫитнисем те илме пултараҫҫӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑнӑва пӑхса тухнӑ та ырланӑ.
Палӑртмалла: пултаруллӑ ҫамрӑксене кунашкал стипендие 2003 ҫултанпа параҫҫӗ. Унӑ виҫи 1830 тенкӗпе танлашать, ӑна кашни уйӑхра, пӗр ҫул, параҫҫӗ. Стипендие ҫулсерен тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем тунӑ, пултарулӑх енчен палӑрнӑ 1000 ҫамрӑк илсе тӑрать.
Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫавна май Шупашкарта эрех-сӑра сутма чарӗҫ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тӑвӗҫ.
Анчах ку эрех-сӑрана курттӑммӑн сутассине пырса тивмест. Кафесемпе унашкал ытти заведени те ку йӗркене пӑхӑнмӗ. Унта эрех-сӑра сутӗҫ.
Сӑмах май, юлашки ҫулсенче ача-пӑчапа ҫыхӑннӑ уявсенче Шупашкарта эрех-сӑра сутмаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, юлашки шӑнкӑравра тата Пӗлӳ кунӗнче.
Кӑҫалтан «Земство фельдшерӗ» программӑпа Фельдшерпа акушер пункчӗсенче ӗҫлекен акушеркӑсемпе медсестрасем те усӑ курайӗҫ. ЧР Минстрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗн проектне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Пӗлтӗр ФАПсене 18 фельдшер ӗҫлеме кайнӑ. Вӗсенчен 10-шӗ инҫетре, кӗрсе ҫӳреме йывӑр тӑрӑхра, вырнаҫнӑ ФАПра тӑрӑшать. Программа пурнӑҫланма тытӑннӑранпа Чӑваш Енре 81 фельдшер ӗҫе вырнаҫнӑ.
Палӑртмалла: земство фельдшерӗсене йышӑнас тӗлӗшпе Патӑрьел, Канаш тата Патӑрьел районӗсем малта.
Чӑваш Енре пурӑнакан «вӑрҫӑ ачисене» патшалӑх ҫурт-йӗршӗн тата коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлеме пулӑшасшӑн.
Аса илтерер: асӑннӑ категорие кӗрекенсемпе ҫыхӑннӑ саккуна пирӗн тӑрӑхра кӑҫалхи ака уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Анчах вӑл саккунта укҫа-тенкӗ енчен пулӑшма пӑхса хӑварманччӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев пулӑшу мерисем пирки шухӑшласа пӑхма ун чухнех шантарнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, ҫавӑн пекех Финанс министерстви «вӑрҫӑ ачисене» ҫурт-йӗршӗн тата коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн ҫӑмӑллӑх пама сӗннӗ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ.
Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Паллах, кӑшӑлвируса пула массӑллӑ мероприятисем иртмӗҫ. Ҫапах уявра лавккасенче эрех-сӑра сутма чарӗҫ.
Ку чару Шупашкара пырса тивет. Хулара ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче эрех-сӑра сутма юраманни пирки ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑну тунӑ.
Сӑмах май, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, юлашки шӑнкӑрав уявӗнче те лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Кӑҫал шкул ачисен уяв онлайн мелпе кӑна пулнӑ пулин те лавккасенче «ҫуттине» туянма чарнӑччӗ.
Чӑваш Енри Амӑшӗн капиталӗ ӳснӗ. Вӑл унччен 100 пин тенкӗ пулнӑ тӑк халӗ – 150 пин тенкӗ. Саккун проектне ЧР Министерсен Кабинечӗн паян иртнӗ ларӑвӗнче ырланӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Патшалӑх Канашӗ пӑхса тухӗ те регион пуҫлӑхӗ алӑ пусӗ.
Сӑмах май, республикӑра Амӑшӗн капиталне 2012 ҫулта пама тытӑннӑ. Унтанпа унӑн виҫи улшӑнман. Халӗ ача ҫуралсанах ҫемьене Амӑшӗн капиталӗнчен 20 пин тенкӗ пама та йышӑннӑ. Ку укҫапа вӗсем хӑйсем пӗлнӗ пек усӑ курӗҫ.
Тата ҫакна палӑртмалла: республикӑри Амӑшӗн капиталне 2026 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑснӑ.
Пур ҫӗршывра та коронавируспа кӗрешеҫҫӗ. Чирлисен йышӗ кашни кун нумайланать. Шел те, вилнисен хисепӗ те хушӑнсах пырать.
ЧР Сывлӑх сыхлавне коронавируспа кӗрешме 218 млрд тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа – Раҫҫей правительствин резерв фондӗнчен. Хушӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ку укҫапа Сывлӑх сыхлавӗн министерстви поликлиникӑсем валли койкӑсем туянӗҫ, чирлисене кононавирус инфекцийӗнчен сиплӗҫ.
Аса илтерер: паян кун тӗлне Чӑваш Енре коронавируспа чирлӗ 2 ҫынна тупса палӑртнӑ. Пӗри сипленсе пӗтернӗ. Тепри, хӗрарӑм, чирлӗ пулнине паян палӑртнӑ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев профсоюз пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта вӑл пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен ӗҫ укҫи 30 процент ӳсессине пӗлтернӗ.
Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх инкеклӗ лару-тӑру комитетӗнче тата РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствинче тӑрӑшакансен ӗҫӗ пӗр пекрех, анчах шалӑвӗ самаях уйрӑлса тӑнине палӑртнӑ. Ҫавна май вӗсен ӗҫ укҫине республика хыснинчи нухратпа ӳстерме палӑртнӑ. Ҫӑлавӑҫемпе пушарнӑйсен шалӑвне 5 пин тенкӗ хӑпартасшӑн.
Хыснана тӳрлетӳсем кӗртнине ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри акцизпа ҫыхӑннӑ.
Раҫҫейӗн Бюджет кодексне тӳрлетӳсем кӗртнине пӗлтернӗ май республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина акцизсем пӗтӗмпех республика бюджетне кӗрессине хыпарланӑ. Кунта сӑмах этил спирчӗ тата спиртлӑ шӗвексем сутнинчен илекен налук пирки пырать. Унччен акцизсен 50 проценчӗ регионти хыснана юлнӑ. Ҫӗнӗлӗх вӑя кӗрсен акцизсенчен республика хыснине килекен укҫа виҫи 12 процент хушӑнмалла.
Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ҫак темӑна сӳтсе явма хутшӑннӑ. Вӑл килти сӑрана ытларах вӗретме сӗннӗ иккен. Пословский прокурор шухӑшланӑ тӑрӑх, килте вӗретекен сӑра лавккара туянакан эрех-сӑра пек сиенлӗ мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |